425-430: Аттил хунсен тĕрлĕ çĕрĕсем хушшинче почтă çыхăнăвне йĕркелет.
431: Эпарс куккăшĕ вилет. Аттил кавказ Хуннине йĕркелесе лартать.
434 (çул вĕçĕ): Роас вилет. Аттилпа пиччĕшĕ Пăлат — хунсен «суверенлă çулпуçĕсем». Хуннипе Тухăç Рим империйĕ килешӳ хутне çыраççĕ.
435: Аттил хунсен императорĕ, Хĕркке — император-арăм.
437: Акацирсем, каспи аланĕсем тата атăлçи «сепаратлă хунсем» çине харçăпа каять.
438: Германсемпе славянсен тапăнăвне сирсе ярать. Пăлат вилĕмĕ.
439 е 440: «Марас хĕçне» (римсем каланипе — «Марс хĕçĕ») тупни, ăна Аттила парнелени.
440 (çул вĕçĕ): Валентиниан III, Анăç Рим императорĕн йăмăкĕ (аппăшĕ?) Гонори елик Аттила качча каясшăн пулать.
441: Хунсем Маркăс ярмăркине аркатаççĕ. Маркăс хунсен империн «епископ» хули пулса тарать.
441-443: Мезине, Паннонине харçăпа пырать. Вимицине, Ратияра, Сингидуна, Сирмине тата Сердикине туртса илет. Фракине кĕрсе кайса хунсен çарĕ Константинопăль патне пырать. Наисс хулине пĕтерсе хуни.
444-445: Хунсен империн тĕп тата тухăç çĕрĕсенчи пăлхавсене пусарать.
445 (?): Аттил гепид еликне качча илет. Вĕсен Гейсăм ывăлĕ çуралать.
446 (?): Аттилăн хунсен паллă ăратĕнчен тухнă арăмĕ Эмнедзор ывăлне çуратать.
446 (кăрлач) – 447 (авăн): хунсем Фракие, Македоние тата Фессалие харçăпа каяççĕ.
447 (юпа): Аттилан пĕр çарĕ Онегез çарпуçĕ ертсе пынипе Фермопилăна йышăнать.
447 (чӳк): Хунсем Константинопăле хăратаççĕ. Висанти императорĕ лапкăлăх ыйтать.
447 (раштав): Вахăтлăха килĕшӳ тăваççĕ. Висанти императорĕ контрибуции пама, хунсене çулсерен парăмпа тивĕçтерме килĕшет.
448: Константинопăле Аттил элчисем лăпкăлăх ыйтăвĕсене сӳтсе явма пыраççĕ. Аттила вĕлерес шутпа кавăр ĕç хатерлеççĕ.
449 (нарăс): Кавара уçса хураççĕ. Танай Хуннине Тухăçпа Анăç Рим империсен элчисем çитеççĕ. Аттил скифсен патшин Эскамăн —Эска хĕрне — качча илет.
449 (пуш): каварçасем айăпсене йышăнаççĕ. Висанти императăрĕ килĕшӳ майĕсемпе килĕшет.
449 (юпа): Хĕркке вилĕмĕ.
449 (чӳк): Аттилăн иккĕмĕш арăм-патши —Эска— ача çуратнă чух çĕре кĕрет, çут тĕнчене Эрнак ывăлĕ килет.
450: Феодоси II висанти императорĕ вилет. Ун вырăнне Марциан ларать. Аттил çулленхи парăма ыйтать. Марциан хирĕçлет. Аттил Анăç Рим императăрне III Валентиниана хăй Гонорие качча илес кăмăлне пĕлтерет. Римсем çакна хирĕç ĕçсем тăваççĕ. Галли çине харçă хатĕрлеççĕ.
451 (нарăс-çĕртме): Хунсем Мец, Лан, Сен-Катен, Реймс хулисене туртса илеççĕ, Парижа хупарлаççĕ. Аттил Париж патĕнчен чакать.
451 (çĕртме, 21): Орлеан парăнать.
430: çак çул тĕлне пĕтĕм хунсем тепĕр хут пĕрлешме тытăнаççĕ. Хунсен тĕрлĕ йăхĕсене пĕрлештерес ĕçе Паламар ямахатĕнчен тухнă пĕртăван Пăлатпа Аттил ертсе пынă. Тепĕр икĕ çултан Пăлат вилет.
433: Аттил пĕтĕм хунсен патши пулса тăрать. "Вăл темиçе чĕлхеллĕ халăхсене (хунсене, остхотсене, хĕрулсене, хепитсене, рукисене, алансене тата урăххисене те) пĕрлештерсе пĕр патшалăх тунă", — тесе çырать ку тапхăр çинчен Кури Вантер. Пирĕн паллă историçĕ авалхи хунсен патшин ятне Атăл тесе çырать — Атăл çумĕнчи çар пуçлăхĕсем пит капăр тумтирсемпе, хаклă лаша хатĕрĕсемпе çӳренĕ. Анчах Атăл хăй капăрлăх, тутлă ĕçкĕ-çикĕне юратман: вăл ахаль çынсем çиекен апата çинĕ, чашăк-тирĕкĕ те унăн йывăçранах пулнă".
442: Аттил ертсе пынипе хунсем Дунай урлă каçаççĕ те Биминики çĕршывне, унтан ИллирипеТракинчи патшалăхсене çапса салатаççĕ. Римлянсем хунсене хирĕç тухаççĕ. Хунсем вĕсене çĕмĕрсе тăкаççĕ.
Пĕтĕм Балкан çурутравне çĕнсе илнĕ хыççăн хунсем 448 çулта хăйсен чаплă та мухтавлă патши ертсе пынипе Хĕвеланăç Европăна тухса каяççĕ. Вĕсем Бургундие, франксем пурăнакан çĕрсене çĕнсе илеççĕ. Хунсем Лютеция (хальхи Париж) хулине çĕмĕрсе кĕрсе çунтарса яраççĕ. Пĕтĕм Европа хунсем умĕнче чĕтренсе тăрать.
Çакна балкар тĕпчевçи И.М.Мизиев хăйĕн "История Карачаево-балкарского народа" кĕнекинче палăртать:
"В придунайских степях, на территории бывшей Малой Скифии гунны образовали свое новое государство во главе с легендарным вождем Аттилой, имя которого ученые возводят к тюркскому слову "Ата" — отец,
— çырать вăл. —
На протяженни всего V века Аттила вел в Европе самую активную политику, удерживая под своей властью множество европейских племен и народов, и никто не мог ему перечить в решении сложных международных вопросов этого времени".
452 (çу вĕçĕ –çĕртме, 20): хунсем пĕтĕм çурçĕр Италие туртса илет.
452 (çĕртме вĕçĕ): Рим парăнас тесе сасăлать. Аттилпа Еленăн юратăвĕ.
452 (утă, 4): Папа Аттил лагĕрне пырать.
452 (утă, 5): Аттил Арăслан Папăпа тĕл пулать.
452 (утă, 6): Аттил Рим çумĕнчен те, Италирен тухса каяссине пĕлтерет.
452 (утă, 8): Аттил Рим патĕнчен каять.
452 (çурла): Аттил Панони çĕрне çарсем ярать, Рима парăмсем илме элчĕсем ярать.
452 (авăн – раштав вĕçĕ): хунсен Империн вар тата тухăç облаçĕсенче йĕркене лăплантарма харçăна çар ярать.
453 (кăрлач - пуш): Аттил «Рим тĕнчи» çине пуш ,20 тухмалли «аслă харçăпа» каяс ĕçсене вĕçлет.
453 (пуш, 15): Аттил Ильтĕке качча илет. Çав çулах вилет. Ăна ăçта пытарни пирки паянкун та пĕр шухăш çук. Пĕррисем Аттила Паннони (хальхи Венгри) çеçенхирне пытарнă теççĕ. Теприсем ăна Воеводинăри аслă уйра пытарнă теççĕ.
Ят тĕшне уйăрса палăртни
Анăç тюркологсем шутланă тăрăх, Аттил ячĕ (е ИтилЬ) паллă патшан кăпчаксенче, огузсенче тата ытти халăхсенче юлнă ячĕ, Атăл (хыçалти — хытă) - пăлхарсенче, хасарсенче, чăвашсенче юлнă ячĕ. Хасарсен тĕп хули Итиль пулнă. Анчах та Кийӳ çырăвĕнче ăна хыçалти хытăллă варианчĕпе çирĕплетнĕ —АTYL.