|
Падеж, — япала ячĕн, хăш-пĕр местоименисемпе хисеп ячĕсен сăмаха улăштаракан морфологи категорийĕ. Термина вырăс чĕлхинчен йышăннă. Унччен пĕр тапхăр «вĕçлев» терминпа усă курнă.
Чăваш чĕлхинчеЧăваш чĕлхинче пурĕ 8 падеж. Вĕсен йĕрки, ыйтăвĕсем тата падеж системине тăвакан аффикссем çакнашкал:
Юлашки виçĕ падеж хальтерех пулса кайнă, ыттисем — авалах пулса кайнăскерсем, вĕсем кашни тĕрĕк чĕлхинчех пур. Кашни падеж нумай пĕлтерĕшлĕ, вĕсем контекстра палăраççĕ. Пĕр пĕлтерĕшех темиçе падеж кăтартма пултарать. Тĕслĕхрен, вырăн пĕлтерĕшĕ пару (вăрмана), вырăн (вăрманта), туху (вăрмантан), пĕрлелĕх (вăрманпа) падежсен пур. Япала ячĕсен падежĕ — чăваш чĕлхин морфологи тытăмĕнчи кăткăс категори. Япала ячĕ падеж тăрăх улшăннине вĕçленӳ теççĕ. Чăваш чĕлхинче пĕр вĕçленӳ çеç, мĕншĕн тесен кашни падежăн пĕр аффикс çеç. Кирек мĕнле сăмахран та падеж форми çав аффикс хушăннипе пулать. Сингармонизм законне пула аффикссем икĕ вариантлă (хытă тата çемçе). Япала ячĕ вĕçленнĕ чухне камăнлăхпа пару падежĕнче чăваш фонетикин тĕп законне (икĕ уçă сасă юнашар тăма юратманни) пула морфемăсен чиккинче фонетика улшăнăвĕсем пулаççĕ:
Ытти чĕлхесенчеВырăс чĕлхинче 6 падеж. СсылкăсемЛитература
|
This article is from Wikipedia. All text is available under the terms of the GNU Free Documentation License.